Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫӗнӗ Пӑва

Ҫӗнӗ Пӑва, — Чӑваш Енӗн Елчӗк районӗнчи ял. Пӑва юханшыв хӗрринче вырнаҫнӑ. 1927 ҫулчен Пӑва ятлӑ пулнӑ.

2004 ҫулта кунта 213 кил пулнӑ, пурӗ 645 ҫын пурӑннӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине 212 ҫын хутшӑннӑ, вӗсенчен 115 ҫапӑҫусенче пуҫӗсене хунӑ.

Ялта телефон станциӗ, ял вулавӑшӗ, вӑтам шкул, культура ҫурчӗ, ҫыхӑну уйрӑмӗ, фельдшер-аккушер пункчӗ пур.

Истори

1921 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 19 Тетюш уесӗн Курнавӑш вулӑсне, каярах вара 1927-мӗш ҫулчен Патӑръел уесӗн Курнавӑш вулӑсне кӗнӗ.
1927 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1 Кӗҫӗн Елчӗк районне кӗнӗ. 1935 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 19 хыҫҫӑн Елчӗк районне, 1962 ҫулхи раштав уйӑхӗн 20 хыҫҫӑн Патӑръел районне, 1965 ҫулхи пуш уйӑхӗн 14 хыҫҫӑн хальхи вӑхӑт таран Елчӗк районне кӗрет.

Яла XVII ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Цыгановсем никӗсленӗ. Вӗсем хальхи Вӑрмар районӗ вырӑнӗсенчен кунта куҫса килнӗ. Ҫак вӑхӑтрах кунта христиан тӗнне вӑйпа кӗртессинчен ҫылӑнса тарнӑ темиҫе тутар кил-йышӗ килсе вырнаҫнӑ. 1820 — кунта пурӑнакан 40 ҫын христиан тӗнне йышӑнма килӗшнӗ.
1892 ҫулта ялта 2 класлӑ шкул никӗсленӗ. Ун хыҫҫӑн вӑл пуҫламӑш, тулли мар вӑтам шкул пулса тӑнӑ. 1937 ҫулта вара вӑтам шкул туса хунӑ.
1929 ҫулта кунта «Сатурн» колхоза йеркеленӗ. 1956 ҫулта радио кӗртнӗ, 1960 ҫулта — электричество. 2003 ҫулта яла газ кӗртнӗ.

Паллӑ ҫыннисем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр



 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-05-16 09:50:35 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4594 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем